Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ᾰста спортсменсене хатӗрлеҫҫӗ

24 октября 2013 г.

image #4108Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине йĕркеленĕренпе 30 çул çитрĕ. Юбилей умĕн «Хыпар» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Юрий Плотников асăннă вĕренÿ заведенийĕн директорĕпе, ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Юрий ПЛОТНИКОВПА тĕл пулса калаçрĕ.

- Юрий Германович, училищĕн кун-çулĕпе паллаштарсамăр.

- 30 çул вăл историшĕн «кĕске дистанци» кăна, апла пулин те коллективăн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе хаклама сăлтав пурах. Училищĕне 1983 çулта уçнă спорт профильлĕ интернат шкул никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Олимп резервĕсен училищин статусне илнĕ хыççăн ăста спортсменсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçе çÿллĕ шайра туса пыма тытăннă. Паянхи кун тĕлне вĕренÿ заведенийĕнчен 1500 ытла çамрăк вĕренсе тухнă. Чăваш Енри ятлă-сумлă спортсменсем те кунтах пĕлÿ илнĕ. Олимп вăййисемпе Сурдлимпиадăсенчен медальсемпе таврăннă Валентина Егорова, Елена Николаева, Олимпиада Иванова, Ирина Калентьева, Татьяна Архипова, Лилия Ефремова, Владимир Андреев, Михаил Ефремов, Алена Павлова, Анастасия Седова, Иван Пакин çитĕнĕвĕсемпе училище кăна мар - пĕтĕм республика мухтанать. Пултаруллисен ячĕсене татах асăнма пулать. Тĕнче чемпионачĕсемпе Универсиадăсенче, Европа тата çĕр-шыв ăмăртăвĕсенче палăрнисем вун-вун.

- Олимп резервĕсен училищин паянхи тытăмĕ еплерех?

- Вĕренÿ заведенийĕн тĕп тĕллевĕ - ăста спортсменсемпе физкультура специалисчĕсем хатĕрлесси. Халĕ училищĕре 236 вĕренекен. Ку йышра РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ - 1, спортăн тĕнче мастерĕ - 8, Раççей спорт мастерĕ - 19. Çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командисенче 60 яхăн спортсмен. Вĕсем çăмăл атлетика, биатлон, бокс, велоспорт, кĕрешÿ, ишесси, гимнастика, йывăр атлетика, ухăран перес енĕпе ăсталăха туптаççĕ. Пирĕн патăмăрта çĕр-шывĕпе чапа тухнă тата пултаруллă тренер-преподавательсем вăй хураççĕ. Училищĕре вĕренме условисем япăх мар. Вĕренÿпе тренировкăсем, ăмăртусене хутшăнасси, пушă вăхăта усăллă ирттересси çирĕп йĕркепе пулса пыраççĕ.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика